Презентация "Çĕрĕм-шывăм, тăван ялăм."
Cкачать презентацию: Презентация "Çĕрĕм-шывăм, тăван ялăм."
Презентация по слайдам:
Слайд #1
Акă çуралнă çĕр-шывăм!..Çул хĕрринче – шурă хурăнсем, йăмрасем . Уя тухсан, инçетри - инçетри ялсем курăнаççĕ. . Кашни çыннăн хăйĕн юратнă кĕтесĕ пур. Хăшĕ-пĕрисен вăл- пысăк хула, теприсен- пĕчĕк кăна ял, анчах кашниех ăна хăйне майлă юратаççĕ.

Слайд #2
Тăван çĕр-шыв…Ăçтан пуçланать-ши вăл? Тен, чÿречерен кĕрекен хĕвел пайăркинчен? Тен, пÿрт умĕнчи хурăнсенчен?

Слайд #3
Эпĕ çуралнă вырăнсем ытарма çук хитре. Тăван хирсем, вăрмансем, таса кÿлĕсем!.

Слайд #4
Ытарайми Тăван çĕр-шывăм! Çитмĕл те çичĕ йăмраллă, янкăс саслă Тутарстанăм!
Уçса яракан юрри – ташшийĕ

Слайд #5
Тăван ялăм! Сана эпĕ юрататăп. Эсĕ аннепе пĕр танах. Анне килте çук чухне пире кичем, питĕ кĕтетпĕр .

Слайд #6
Пирĕн ял Уксăмлă ятлă. Вырăнĕ чуна илĕртет. Уксăмлă пысăках мар пулин те пурăнакансем туслă , ĕçчен, тăрăшуллă.

Слайд #7
Ял историĕ
ĕлĕк авал халь эпир пурăнакан вырăна виçĕ салтак пырса тухнă çакăнтах çĕр каçас тенĕ. Салтаксенчен пĕри çак выранта ял йĕркелесшĕн калаçу пуçлать.
Анчах та çак вырăна кам юласси пирки хирĕçÿ тухать.
Вара çапла калаçса татăлаççĕ: камăн пуçĕ вĕçне ир енне уксăм курăкĕ шăтса тухать, çавă çакăнта юлать.
Чанах та, пĕр салтакан пуçĕ вĕçне уксăм шăтса тухать, вăл çакантах юлать те ял ятне те Уксăмлă хурать.

Слайд #8
Ял вырнаçнă Уксăм ятлă çырма хĕрринче. Пирĕн ялта- трактор паркĕ, ял культурă çÿрчĕ, суту-илÿ çÿрчĕ, медпункт, почта, шкул пур

Слайд #9
Эпĕ хамăн яла манăн телейĕм тесе шутлатăп. Кунта ачалăх иртет, юлташсемпе выляса – кулса çитĕнен.

Слайд #10
…Ачалăх! Вăхăт иртĕ, часах тăван ялтан тухса каймалла пулĕ, анчах пире тăван Тутарстан хăйĕн ытамне илĕ. Атте – анне çунатти айĕнчи пекех вăл пире хÿтĕлесе тăрĕ.
